7 Aug 2026, 09:43 UTC36 views4 reactionsread 8 August 2026 Photo
«Ясна музыка» этнофестиваль 5-мӗш хутчен хӑна пухать
2026-мӗш ҫулти фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — тараватлӑх йӑли-йӗркине кӑтартса парасси. Пӗр лапамра юрӑ-кӗвӗ, наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйласси, тӗрлӗ халӑх ҫи-пуҫӗпе паллаштарасси пӗрлешӗ.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен 16-мӗшӗччен Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче тата «Ясна» этнокомплексра иртет.
👏2🔥1custom 53011579989225840861
7 Aug 2026, 04:59 UTC39 views3 reactionsread 8 August 2026 Photo
Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗ.
Паян республикӑра уяр. 29 градус таран шӑрӑх пулать. Каҫ кӳлӗм ҫумӑр ҫумалла.
Эрнекун лайӑх ирттӗр!
👌1👏1custom 53011579989225840861
6 Aug 2026, 12:23 UTC48 views4 reactionsread 8 August 2026 Photo
14-ри Кирилл Александров Владимир Путинран парне илнӗ
Кирилл — спортсмен. Аллисем ҫук пулин те ишессипе аталанса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗме пултарнӑ. Нумай пулмасть Японири ӑмӑртура 2 ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Раҫҫей чемпионатӗнче спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ.
Халӗ 2028-мӗш ҫулти Паралимп вӑййисене хатӗрленет.
Тренировкӑсене ҫӳреме Кирилла ятарлӑ хатӗрсемпе тум-тир кирлӗ пулнӑ. Ҫак ыйтупа вӑл Раҫҫей Прези…
👌2🎉1🔥1
6 Aug 2026, 10:26 UTC51 views5 reactionsread 8 August 2026 Photo
Шупашкар Ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрленет
Ҫурла уйӑхӗнче ҫак пулӑма халалланӑ 100 ытла ӗҫ-пуҫ иртет
Программӑра:
- 8-мӗшӗнче - «Спартак» стадионта Физкультурник кунӗ
- 9-мӗшӗнче - Лакрей вӑрманӗнче хула шайӗнчи пикник
- 13-14-мӗшӗсенче - Хӗрлӗ Лапамра Шупашкара хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ форум
- 14-мӗшӗнче - «Спартак» стадионта «Шупашкар ҫемйи» фестиваль
- 15-мӗшӗнче — тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗркин кунӗ
- 16-мӗшӗнче - «То…
❤3🎉1👏1
6 Aug 2026, 04:59 UTC43 views5 reactionsread 8 August 2026 Photo
Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ҫурла уйӑхĕн 6-мĕшĕ.
Паян республикӑра уяр. 27 градус таран шӑрӑх.
Кун ҫӑмӑллӑн ирттĕр!
👍2❤1🔥1custom 53011579989225840861
5 Aug 2026, 15:03 UTC47 views5 reactionsread 8 August 2026 Photo
Шупашкартан Канаша ретропуйӑс ҫӳрет
Ҫурла уйӑхӗн 5, 6-мӗшӗсенче, 8-мӗшӗнчен 10-мӗшчен, 12-мӗшӗнчен 16-мӗшчен вӑл шкул ачисене турттарӗ.
Ҫулҫӳревре ачасем Василий Чапаев, Ҫеҫпӗл Мишши пирки тӗплӗнрех пӗлӗҫ.
«Легендарный Красный» йышши локомотивсене Совет саманинче кӑларнӑ. Пӑс вӑйӗпе ҫӳренӗрен хӑвӑртлӑхӗ хальхисенчен пӗчӗкрех.
2 вакунран тӑракан транспорта 120 ҫын вырнаҫать. 10 кунра вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыракан …
❤2🔥2custom 53011579989225840861
5 Aug 2026, 13:07 UTC49 views2 reactionsread 8 August 2026 Photo
Шупашкарта 23-мĕш автобус маршручӗ уҫӑлнӑ
Вӑл Груша микрорайонӗпе Энергетиксен поселокне ҫыхӑнтарать.
Богдан Хмельницкий, Граждан урамӗсемпе, Максим Горький, Крылов Академик проспекчӗсемпе, Президент бульварӗпе иртет. Ҫак транспортпа хулан тӗрлӗ кӗтесӗнчен центра кайма меллӗ.
Республикӑна курма килекенсемшӗн те аван ку маршрут. Юханшыв портӗнчен, сӑмахран, «Пехет» агромаркета тӳрреммӗн ҫитме пулать.
👍1🤔1
5 Aug 2026, 04:59 UTC50 views4 reactionsread 8 August 2026 Photo
Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ҫурла уйӑхĕн 5-мĕшĕ.
Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. 26 градус таран ӑшӑ.
Телейлĕ кун пултӑр!
👍1👏1🔥1custom 53011579989225840861
4 Aug 2026, 12:33 UTC48 views4 reactionsread 8 August 2026 Photo
Ҫурла…
Тепӗр уйӑх ҫулла.
Ҫак тапхӑр ҫумӑр тӑксан та, хӗвел хӗртсен те, сулхӑнлатсан та илемлӗ
📸 Асамлӑ вӑхӑт Дмитрий Галямин сӑн ӳкерчӗкӗсенче
❤2👏1custom 53011579989225840861
Showing the 9 most recent of 9 posts we hold for @chuvashenkalasat. View and reaction counts are the latest single reading for each post, not a live figure, and a recent post is still accumulating both. A view count marked ≈ was rounded by Telegram before we ever saw it — t.me prints views in full below 1,000 and to three significant figures above, so ≈1,200,000 means somewhere between 1,150,000 and 1,249,999. Unmarked counts are exact. Text is reproduced from the public post preview and truncated for length.