12 Nov 2024, 07:23 UTC≈1,070 views36 reactionsread 8 August 2026 Иртнӗ вырсарникун ача-пӑча футболне курма лекрӗ. Паллах, чылай ҫамрӑк спортсменсем - арҫын ачасем, анчах пӑт-пат хӗрачасем те тӗл пулаҫҫӗ (ушкӑнсенче каччӑсем те, хӗрсем те пӗрле выляҫҫӗ, пайланман)
куракансен хушшинчи арҫын ача амӑшне: «Мӗншӗн кунта хӗрачасем те пур?»
Амӑшӗ иккеленсе: «Хӗрачасем те кирлӗ, вӗсем ыттисене хавхалантараҫҫӗ»
🤦🏻♀️
пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи тост пекех
😁14🔥6🤔5❤3💘3😢3💔1🦄1
Signed Ксюша Кошелева
14 Mar 2024, 13:21 UTC≈2,010 views90 reactionsread 8 August 2026 кунта кам та пулин пур-и? 👀
👍55🔥9❤6🤨5🍓4💘3🕊2🦄2
Signed Ксюша Кошелева
3 May 2023, 07:35 UTC≈3,200 views55 reactionsread 8 August 2026 аран-аран куҫа уҫса ҫӗнӗ кун пурӑнма тытӑнтӑм. Урамри ӑмӑр ҫанталӑк тата ӗҫре пухӑннӑ япаласем паянхи кунран ним ыррине те кӗтмелле мар тесе каланӑн туйӑнать
вырӑнтан тӑма пуҫласан пальтори кӗсъере шӑкаладсем пуррине аса илтӗм! Кун тӳрех лайӑх енне куҫрӗ. Вӑт телей!
❤35🤣11💘2😇2🍾1👍1🔥1🥰1
Signed Ксюша Кошелева
26 Apr 2023, 19:30 UTC≈3,210 views47 reactionsread 8 August 2026 Video
ӗнерхи DIVA Ethno Future Sound концерчӗ вӗҫленес умӗн силлентӗмӗр кӑна 😂
видео ярса панӑшӑн тав!
🔥39❤🔥6⚡2
Signed Ксюша Кошелева
19 Apr 2023, 14:33 UTC≈2,740 views48 reactionsread 8 August 2026 Video
тахҫанах ӳкермен, тунсӑхласа ҫитрӗм
🥰27❤10👍4🔥3❤🔥2🕊2
Signed Ксюша Кошелева
18 Apr 2023, 05:57 UTC≈2,530 views39 reactionsread 8 August 2026 YouTub’ри «Хӗрсем» проектӑн видеосем айӗнче чӑвашла комментарисем чылай пулни питӗ савӑнтарать ❤️🩹
пирӗн юлашки кӑларӑма пӑхрӑр-и?
https://youtu.be/3x_uarCilOw
👍24❤10👏4🔥1
Signed Ксюша Кошелева
7 Apr 2023, 07:38 UTC≈2,220 views78 reactionsread 8 August 2026 Шупашкара ҫитсен таксипе вокзала вӗҫтертӗм. Ҫул ҫинче аттене Чӑваша ҫитнине пӗлтерсе мана Йӗпреҫре кӗтсе илме ыйтрӑм
таксист: "Сирӗн атте чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ мар та пуль?"
эх пуҫларӑмӑр вара тӑван чӗлхен кун-ҫулӗ пирки калаҫма...
таксистсем - хӑйне май философсем:)
😁50❤16👍6🔥6
Signed Ксюша Кошелева
5 Apr 2023, 17:50 UTC≈1,920 views50 reactionsread 8 August 2026 пурнӑҫра пӗрремӗш хут психотерапевтпа сеанс иртрӗ. Пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӑм
Мӗн кӑна ҫук пуҫӑмра!😁
👍34🔥10😢2😱2👏1🤩1
Signed Ксюша Кошелева
30 Mar 2023, 20:58 UTC≈2,000 views74 reactionsread 8 August 2026 Асанне
Ачаранпах эпӗ Асаннене аслӑ та вӑйлӑ сӑнар пек курнӑ. Пӗчӗк чух вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа панине ӑша хывман. Анчах та ӳссе пынӑ май Аслӑ Анне кун-ҫулӗ ҫине урӑхла пӑхатӑп
Пирӗн Асанне "Эпӗ сана юрататӑп" тесе калакан ҫын мар. Эпир ун юратӑвне ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхса панинче, ирех вӑранса тутлӑ кукӑль пӗҫернинче, ялан савӑнса кӗтсе илнинче туятпӑр. Юратӑва тӗрлӗрен кӑтартма пулать-ҫке
Асанне ултӑ ҫулта тӑ…
💔39❤10😢9👍8🥰3😭3❤🔥2
Signed Ксюша Кошелева
30 Mar 2023, 05:31 UTC≈1,500 views38 reactionsread 8 August 2026 кӑвак туратсем
ӳтӗм ытла ҫинҫе пулнӑран юн тымарӗсем алӑпа ура ҫинче хытах палӑраҫҫӗ
Уйрӑмах шӑнса кайсан
хама йывӑҫ пек туятӑп
❤26🔥6🤩3👍2❤🔥1
Signed Ксюша Кошелева
29 Mar 2023, 15:42 UTC≈1,440 views49 reactionsread 8 August 2026 ачалӑхран
ҫуллахи кунсенче хӗвел шевлисем кӗрекен иккӗмӗш хута чӗкеҫсем
вӗҫсе килеҫҫӗ
эх, пуҫлатпӑр йӑмӑкпа пӗрле кайӑка "пулӑшу парса" хӑвалама! Кӑшкӑратпӑр, кулатпӑр, унта-кунта чупатпӑр. Чӗкеҫӗ пирӗнтен тарса пӗр чӳрече патӗнчен тепри патне вӗҫсе ҫӑлӑнӑҫ шырать
кӗҫех пирӗнтен ывӑннӑ кайӑк ман алла парӑнать. Эпир ӑна картише тухса "ачисем патне" кӑларса яратпӑр
хӑранӑ тата халтан кайнӑ кайӑкӑн чӗри ман алӑра "к…
❤🔥37❤8💔2🥰2
Signed Ксюша Кошелева
28 Mar 2023, 18:48 UTC≈1,270 views90 reactionsread 8 August 2026 килте
тӑван киле хӑнана килнӗ чух чи юратнӑ самантсенчен пӗри - ирхине вӑраннӑ-вӑранман Аттепе Анне тӗпелте пӑшӑлтатса калаҫнине итлесе выртни. Вӗсем пире вӑратасран шӑппӑн калаҫса чей ӗҫеҫҫӗ
тӗрӗссипе каласан, эпӗ вӗсен калаҫӑвне урӑх пӳлӗмрен ӑнланса та пӗтерейместӗп
анчах та вӗсем ҫапла килӗшӳллӗн калаҫни, пӗр-пӗрне хисеплесе юратни - телей. Вӗсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗншӗн те
Ҫумӑр кантӑкран шаккаса ҫӑвать
виҫӗ йӑм…
❤72👍8🥰5💔2😍2🤩1
Showing the 12 most recent of 14 posts we hold for @hevelhevel. View and reaction counts are the latest single reading for each post, not a live figure, and a recent post is still accumulating both. A view count marked ≈ was rounded by Telegram before we ever saw it — t.me prints views in full below 1,000 and to three significant figures above, so ≈1,200,000 means somewhere between 1,150,000 and 1,249,999. Unmarked counts are exact. Text is reproduced from the public post preview and truncated for length.